Ӗнер Шупашкар районӗнче районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри — муниципалитета ертсе пыракана палӑртассипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова ҫак уйӑхра арестленӗ. Георгий Егоров тӗлӗшпе тӗпчев пынӑ вӑхӑтра ӑна суд килте лармалла тунӑ.
Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи ларӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан, экономика пайне ертсе пыракан 52 ҫулти Зоя Маслована шаннӑ.
Район администрацийӗн шайӗнче карьера тума пуҫличчен ҫак хӗрарӑм асӑннӑ районти казначействӑна ертсе пынӑ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Питӗрте иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Чӑваш Ен шкулсем тӑвас енӗпе чи малта пыракан 5 регион йышне кӗнине палӑртнӑ.
Малтисен йышне кӗнӗ регионсем, дотациллӗ пулсан та, ятарлӑ проект пурнӑҫа кӗричченех шкулсем хута янӑ.
Сӑмах май, юлашки 5 ҫулта Чӑваш Республикинче 8 шкул ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсем Йӗпреҫ, Патӑрьел, Тӑвай, Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче хута кайнӑ. Пӗтӗмпе 1645 вырӑн ачасем валли хатӗрленӗ.
2015 ҫулта Комсомольски районӗнче шкул хута яма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗччен ӑна туса пӗтермелле.
Проектпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре 32 шкул хута яма, ҫӗнетме палӑртнӑ. Тепӗр 64 шкула юсама та плана кӗртнӗ.
Чӑвашран тухса тӗнчипе ят-сум илнӗ Никита Бичурин ӑсчах-академик, Раҫҫейре китаейпӗлӗвне пуҫарса янӑ Никита Бичуринӑн пӗртен-пӗр музейӗнче, Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» ятлӑскерте, вӗҫӗмех шыравра.
Никита Бичурин, сӑмах май, Шупашкар район ҫынни. Вӑл унти Типнерте ҫуралнӑ. Паллӑ ентешне халалланӑ музея уҫнӑранпа ертсе пыракан Ирина Удалова аваллӑх управҫинче нумаях пулмасть китай чӗлхипе маҫтӑр-классем ирттерме тытӑннине пӗлтерет.
Малтан ачасем «Научный подвиг Н.Я. Бичурина» (чӑв. Н.Я. Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ) залри экспонатсемпе паллашаҫҫӗ. Кайран вӗсене музей экскурсовочӗ А.В. Данилова иероглифсемпе, китай чӗлхинче сасӑсене епле каланипе паллаштарать. Шкул ачисене вӑл ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе китайла сывлӑх сунма, тав тума, сывпуллашма вӗрентет. Пӗчӗк кӑна диалогсем те ирттерет вӑл вӗсемпе тата темиҫе иероглиф ҫырма хӑнӑхтарать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа музейри маҫтӑр-класра Шупашкарти тӑватӑ вӗренӳ учрежденийӗнчи — 2-мӗш гимназири, 14-мӗш кадет шкулӗнчи тата 3-мӗшпе 57-мӗш вӑтам шкулсенчи — ачасем пулнӑ.
Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи интернат-ҫуртра пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вут хыпса илнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫулӑм интернат-ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнчи пӳлӗмсенчен пӗринче хыпса илнӗ. Инкек унта пурӑнакан, ара-аран кӑна кӑштӑртатса ҫӳрекен арҫын вырӑн ҫинче пирус туртнипе сиксе тухнӑ. Пирус туртакан хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ арҫын та пиҫсе кайнӑ — вӗсене Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ.
Инкек пулнӑ хыҫҫӑн ветерансен ҫурчӗсенче тата ытти ҫавӑн йышши учрежденисенче планпа пӑхман инструктаж тата вӗренӳ ирттерме республикӑн ӗҫлев тата социаллӑ аталану министрӗ хушу кӑларнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗрентӗве Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта та йӗркеленӗ. Икӗ кунта вӗсем 5 учрежденире йӗркеленӗ ӑна.
Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Чӑваш Енрех юлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, И. Моторин Коми Республикине тухса каять текен хыпара интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, хытах сӳтсе явнӑччӗ. Анчах премьер-министр ӑна унта чӗннине йышӑннӑ, анчах кунтах юлма йышӑннине пӗлтернӗ.
Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енрен Коми Республикине кайма килӗшекен тупӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ Анатолий Князев. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Шупашкар район администрацине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ. Район пуҫлӑхне лариччен райадминистрацире ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче тата маларах Апаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш парламентӗнче ӑна спикер ҫумӗ пулма та пӗр вӑхӑтра шаннӑччӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхрисен ӗҫӗ ал тупанӗ ҫинчи пек те, вӗсен кӑлтӑкӗ те, чуна парса тӑрӑшни те ҫынсен куҫӗ умӗнче. Паян вӗсем хӑйсен професси уявне палӑртаҫҫӗ.
Календарьпе вырсарни куна лекнӗрен пулӗ, уява Шупашкар районӗнче эрнекунах палӑртнӑ. Асӑннӑ тытӑмра ӗҫлекенсене чыслама-саламлама республика шайӗнчи пуҫлӑхсем иккӗн тан: Тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин пуҫлӑхӗ Альбина Егорова тата пичет министрӗ Александр Иванов килсе ҫитнӗ. Республика шайӗнчисем терӗм те, ҫапли-ҫаплах-ха, анчах иккӗшӗ те вӗсем Шупашкар районӗнчи ҫынсемех. Иккӗшӗ те Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑскерсем.
Тӗрлӗ шайри чыслава ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшакан ҫын тивӗҫнӗ. Вӑл шутра ку отрасльте нумай ҫул ӗҫлекенсем те пур. Ҫавсен йышӗнче, тӗслӗхрен, «Теплоэнергосети» тулли мар яваплӑ общество пуҫлӑхӗ Николай Елагин та пур.
Шупашкар районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрине ертсе пынӑ тата тепӗр пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Маларах суд тенкелӗ ҫине лекнӗ Сарапакасси ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ (ҫывӑх вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тата тепӗр лару иртмелле) евӗрех, Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтупа тӗпчевҫӗсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл та хӑйӗн паллаканне ҫӗр уйӑрса пама вӑхӑтӗнче йышӑну тунӑҫи пулса суя хут хатӗрленӗ. Лешӗ ҫавӑн тӑрӑх лаптӑка харпӑрлӑхне куҫарнӑ.
Лапсар ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ-мӗн. Саккунлӑ мар майпа харпӑрлӑха куҫарнӑ ҫӗр лаптӑкне Шупашкар район администрацийӗн муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассипе те тӗпчевҫӗсем мерӑсем йышӑнасшӑн.
Шупашкарта хальхи вӑхӑтри крематори тума палӑртаҫҫӗ тесе эпир пӗлтӗрхи ҫуллах пӗлтернӗччӗ.
Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурт кирлине хула влаҫӗсем леш тӗнчене кайнисене пытарма Шупашкарта вырӑн сахалланса пынипе тата ҫӗр лаптӑкӗсем хаклипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи 11-мӗш тата 12-мӗш масарсене Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче 2005 ҫулта уҫнӑ. Паянхи куна илсен 11-мӗшӗнче пытарма вырӑн юлман, леш тӗнчене ӑсаннисене 12-мӗшӗнче кӑна пытарма пулать. Анчах унти лаптӑк та тулса ларнӑпах пӗрех.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков крематори тӑвас ыйтӑва Депутатсен пухӑвӗн отчет пухӑвӗнче хускатнӑ. Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурта хулари 18-мӗш ҫӑва территоринче уҫасси пирки калаҫаҫҫӗ.
Кӑҫал «Урожай» спорт обществин кубокне ҫӗнсе илессишӗн 14 команда тупӑшнӑ. Матчсем пӗр уйӑх иртнӗ: Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски районӗсенче.
Пӗтӗмлетӳ вӑййи «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче иртнӗ. Етӗрнесене Шупашкар районӗ ҫӗнтернӗ. Йӗпреҫсем вара каҫалсене хыҫа хӑварнӑ.
Унтан Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсем тӗл пулнӑ. Йӗпреҫсем етӗрнесене 5:2 шутпа ҫӗнтернӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн тупӑшса Комсомольски районӗ Шупашкар районне ҫӗнтернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫав шутра 4 ҫулти хӗрача та пур.
Икӗ ҫӑмӑл урапа ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар район арҫынни, иномарка рулӗ умӗнчи, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Шуҫлак ҫул ҫинче вӑл ВАЗ-2115 урапапа ҫапӑннӑ.
ВАЗра ҫемье пынӑ: 38-ти арҫын, 43 ҫулти хӗрарӑм тата 4-ри хӗрача. Пурте вилнӗ.
Иномарка водителӗ тата ача кӗтекен унӑн арӑмӗ те суранланнӑ. Вӗсем пульницӑра. Ҫак водителе ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 4 хут явап тыттарнӑ. Унӑн права та пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |